Шупашкарта пурӑнакан Ефросиния Александрова паян 100 ҫул тултарнӑ.
Ефросиния Александровна Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче ҫурлапа ыраш вырнӑ, ҫӑматӑ йӑваланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкара килсе ӗҫе вырнаҫнӑ.
Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче пир тӗртекенте вӑл нумай ҫул ӗҫленӗ. «Ҫавӑнтах куҫ вӑйӗ чакрӗ, унтан ӗҫлеме пӑрахрӑм», — каласа кӑтартнӑ кинемей.
Ефросиния Александровнӑн ачи-пӑчи ҫук. Ӑна паян ҫывӑх тӑванӗсенчен пӗрин хӗрӗ пӑхать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пӗрин усал икӗ йытти ҫынсене ҫыртса пӗтернине, пӗрне вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер, ҫав кунхине инкек ирхине пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ. Овчаркӑсенчен шар курнӑ 76 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ.
Овчаркӑсем вырӑнти фермерӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн пурлӑхне сыхлама усранӑ. Анчах лешӗсем сӑнчӑртан унччен те вӗҫерӗнсе кайкаланӑ-мӗн.
Паян РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йытӑсен хуҫине халӗ суд тунӑ. Унӑн ирӗкне 11 уйӑхлӑха хӗсме йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче икӗ овчарка виҫӗ ҫынна тапӑнни пирки, ватӑсенчен пӗри йывӑр сурансене пула вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Йытӑсен хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен те асӑнса хӑварнӑччӗ. Халӗ следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех йытӑсен хуҫи суд сакки ҫине ларӗ.
Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн) айӑплӗҫ. Вӑл йытӑсене хӑйӗн пурлӑхне сыхламашкӑн усранӑ, анчах ҫӑварне ятарлӑ хатӗр тӑхӑнтартман, кӑкарнӑ цепӗ те кивӗ пулнӑ. Арҫын йытӑсем унччен те салтӑнса кайнине, ял тӑрӑх чупнине пӗлнӗ. Ҫитменнине, хуҫи ӳпле патӗнчи юра тасатса тӑман, ҫапла майпа купаланса кайнӑ. Чӗрчунсем салтӑнса кайсан урамалла карта урлӑ сикнӗ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Йытӑсене вара, аса илтерер, пӑтӑрмах пулнӑ кунах ветеринар ирӗк парсан персе пӑрахнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче инкек пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта виҫӗ ватӑ ҫынна икӗ овчарка тапӑннӑ. Пӗри, 76 ҫулти хӗрарӑм, вилмеллех суранланнӑ.
Ку инкек ир-ирех пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йытӑсенчен шар курнӑ икӗ ватӑ ҫын хӑйсене мӗнле туйни пирки пӗлтернӗ. Пӗри — амбулатори сиплевӗнче, тепри Ҫӗрпӳ районӗн пульницинче выртать, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Инкек вырӑнӗнче юн нумай тӑкӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсен кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем йытӑсем тапӑннине курман, мӗншӗн тесен ку ирех пулнӑ. Ял халӑхӗ овчаркӑсем каҫхине ирӗкре чупса ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хуҫисем вӗсене хӑш чухне каҫхине сӑнчӑртан салтса янӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ.
Виҫӗмкун Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташне, СССР Писательсен союзӗ пайташне Иван Вутлан ҫыравҫӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ.
76-мӗш ҫулпа пыракан ҫыравҫӑ пурнӑҫран нарӑсӑн 20-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Иван Тимофеев Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернациллӗ тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Египтра, Йементе, Алжирта, Сиринче) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |